Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче шкул ачисемпе ача пахчине ҫӳрекенсем регионти ӳсен-тӑран паллисене суйланӑ. «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн республикӑра «Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 районти (Вӑрмар, Елчӗк, Етӗрне, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен), 5 хулари (Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар) 31 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ.
«Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсне пирӗн тӑрӑхри ӳсен-тӑранӑн 63 сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. 14 ача республика палли юман пулмалла тесе шухӑшлать. 6-шӗ пилеше тата ҫӑкана суйланӑ. 5-ӗн – хурӑншӑн, 4-шӗ – хӑвашӑн. 4-шӗ салтак тӳмине палӑртнӑ. Конкурсра курӑкӑн, тӗмӗн 20 ытла тӗсне те тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ.
1-мӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнчи Татьяна Шустова йышннӑ. Шупашкарти 122-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Роман Никитин – иккӗмӗш. Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен Дмитрий Матвеев 3-мӗш пулнӑ. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Мария Ветликова, Шупашкарти 5-мӗш ача садне ҫӳрекен Данила Дмитриев, Красноармейски районӗнчи Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Виталий Михайлов лауреатсен ятне тивӗҫнӗ.
Нумаях пулмасть Китай Халӑх Респубикинчи Сычуань провинцинчен килнӗ делегаци Чӑваш Енре агропромышленноҫ паркӗ тумашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн мӑйракаллӑ шултра выльӑха апатлантармалли ферма, теплица комплексӗ тата пӑрӑх завочӗ те хута ямалла.
Тӗлпулура Китай ҫыннисем ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмашкӑн Чӑваш Енри ҫӗре 49 ҫуллӑха тара илме пултарни пирки те калаҫнӑ. Чӑваш Енри агропромышленноҫ паркне хута ямашкӑн «Китайри импортпа экспорт Силин корпорацийӗ» тулли мар яваплӑ обществӑпа «Чӑваш Ен аталанӑвӗн корпорацийӗ» АУО килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Инвестици проекчӗпе килӗшӳллӗн, фермӑна тата теплица комплексне Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тумалла. Пӑрӑх заводне Ҫӗрпӳ районӗнче хута яма палӑртнӑ.
«Пеледыш айо» - мари халӑхӗн юратнӑ уявӗ. Ӑна 80 ҫула яхӑн ирттереҫҫӗ. Ҫурхи ӗҫсене вӗҫлесен халӑх уява пухӑннӑ: чи хитре тум тӑхӑннӑ, наци алка-эрешне ҫакнӑ. Пӗрле пухӑнса чунтан савӑннӑ, юрланӑ, ташланӑ. Чи маттуррисене парнесемпе хавхалантарнӑ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн уяв пуянланса пынӑ.
Кӑҫал «Пеледыш айо» уява вокалпа хор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Мари Республикинчи алӗҫ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Уявра спорт мероприятийӗсем иртнӗ, аттракционсем, ташӑ тата вӑйӑ лапамӗсем, наци кухньине сӑнлакан картишсем ӗҫленӗ. Концерт пуян пулнӑ: сцена ҫинче мари, вырӑс, ют ҫӗршыв композиторӗсен юррисем, халӑх тата автор юррисем янӑранӑ.
Ҫак уява Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ял тӑрӑхӗнчи «Ямаш» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Ямашсем мари халӑхне чӑваш халӑх юррисемпе савӑнтарнӑ. Уявра пирӗн ентешсене Дипломпа чысланӑ.
Сӑнсем (40)
Республика кунӗнче Комсомольски районӗнчи Киров поселокӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Пӗтӗмпе 2015 ҫул тӗлне республикӑра 100 ФАП уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе 20-шӗ ӗҫлеҫҫӗ. Кун валли республика хыснинчен 41,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Киров поселокӗнчи ФАПра медицина пулӑшӑвӗ памашкӑн йӑлтах пур. Ирина Корнилова фельдшер хӑнасене хӑтлӑ пӳлӗмсемпе паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ФАП 300 ҫынна медицина пулӑшӑвӗ парӗ. Унта кӳршӗ ялтан, Ҫӗнӗ Александровкӑран, та ҫӳрӗҫ.
Кӗҫех Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ФАПсем туса пӗтермелле. Тепӗр 15 ФАПа кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.
Калӑн, пӗчӗк кӑна кӑпшанкӑ. Ҫук вӗт, ним мар ҫынна вӗлернӗ. Инкекӗ Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнӗ. 45-ри арҫын квас ӗҫнӗ чух ӑна ҫыртнӑ. Вӗлле хурчӗ квас куркине лекнӗ. Арҫын ҫавна асӑрхамасӑр шӗвеке пӗрех ҫавӑрса хунӑ.
Ҫӑвара тем сӑхнине ӑнлансан арҫын кваса сурса пӑрахнӑ. Сурчӑкпа вӗлле хурчӗ тухнӑ. Темиҫе минутран арҫын хӑрлатма тата чыхӑнма пуҫланӑ. Ҫавна курнӑ ҫынсем часрах васкавлӑ пулӑшу машини чӗннӗ. Те тухтӑрсене кӗтсе илесси пулмасть тесе вӗсем ӑна ахаль машинӑпа шурӑ халатлисем патне илсе кайма тухнӑ. Тухтӑрсен машини вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӗре арҫын вилсе кайнӑ.
Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх музейӗн хальхи ӳнер центрӗнче Китай Халах Республикин сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Унтах чей тутанса пӑхнӑ. ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Китайран килнӗ делегацие чӑваш ҫӗрӗ ҫине килнӗ ятпа саламланӑ.
Вадим Ефимов Китай хӑйӗн культурипе, философийӗпе, тавракурӑмӗпе пуян пулнине палӑртнӑ. Куравра шӑпах ҫаксемпе паллашма май пур та. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ халӑх хӑйсен чӗлхине — чӑваш тата китай чӗлхисене — ӗлӗкхиллех сыхласа хӑварнӑ. Ҫавӑнпа Китай ҫыннисем Республика кунне хутшӑнни Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ.
Куравра — Гуйчжоу тата Аньхой провинцисенчи сӑнӳкерчӗксен ӳнерӗ. Вӗсем Китай Халах Республикин йӑлине, ҫутҫанталӑкне ӳҫса параҫҫӗ.
Чей ӗҫес йӑла та кӑсӑклӑ иртнӗ. Китай ҫыннисем ӑна мӗнлерех ирттермеллине кӑтартнӑ. Вӑй хушакан техӗмлӗ чейе кашниех тутанма пултарнӑ.
Аса илтерер: Китай делегацийӗ хӑйӗн пултарулӑхне Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне, Муркаш, Комсомольски районӗсенче те кӑтартать.
Сӑнсем: влаҫ органӗсен порталӗнчисем (21), Тимӗр Акташӑн (6)
Ҫӗрпӳ районӗнчи шкул ачи, 4-мӗш класра вӗренекен Илья Львов, Киров облаҫӗ мотокросс енӗпе йӗркеленӗ кубокӑн иккӗмӗш тапхӑрӗнчен медальпе тата чемпион пулса таврӑннӑ. Йӗкӗт 12 ҫулти тантӑшӗсемпе 65 кубла сантиметрлӑ цилиндрлӑ мотоциклпа ӑмӑртса мала тухнӑ.
Икӗ урапаллӑ тимӗр урхамах рулӗ умне ача пуҫласа ҫиччӗре чухне ларнӑ. Кӗске вӑхӑтрах вӑл ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тума тытӑннӑ. Халичченхи ҫӗнтерӳпе ҫырлахасшӑн мар-мӗн вӑл.
Ильян тренерӗ — Андрей Артемьев. Вӑл хавхалантарса вӗрентсе пынипе тӑрмашакан ача ҫитес вӑхӑтра Ҫӗрпӳ ярмӑрккине хутшӑнма хатӗрленет. Пасар курассишӗн мар — унта йӗркелекен ӑмӑртура мотоциклистсемпе тупӑшассишӗн.
Ҫӗрпӳ хулинче кӗҫех ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлӗ. Унӑн алӑкне Республика кунӗ умӗн уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе «Кӑнтӑр» микрорайонта вырнаҫнӑ 7-мӗш ача пахчинче ӗҫ хӗрӳ пырать.
Ҫурт тӑвӑм мӗнле пынипе нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов паллашнӑ. Ҫывӑхри лаптӑка хӑтлӑх кӗртнӗ: газон курӑкӗ акнӑ, тротуар плиткине хунӑ, ача-пӑча лапамӗ тунӑ.
Пӗчӗкскерсене ҫӗнӗ ҫуртра чылай лайӑххи кӗтет. Кунта музыка, ташӑ, спорт енӗпе хатӗрленмешкӗн пӳлӗмсем пулӗҫ, вӗсене ҫӗнӗ оборудованипе тивӗҫтерӗҫ.
Халӗ строительствӑна вӗҫлеме хатӗрленеҫҫӗ. Ача пахчин ятне чӑвашла парсан тем пекехчӗ.
Чӑваш Енӗн Суд приставӗсен республикӑри управленийӗ чи лайӑх пристава палӑртмалли конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне ирттернӗ. Унта «Чи лайӑх суд-приставӗ исполнителӗ», «Шырав йӗркелекен чи лайӑх суд приставӗ», «Судсенчи йӗркене пӑхса тӑракан чи лайӑх суд приставӗ» тата «Чи лайӑх дознаватель» номинацисем пулнӑ.
Чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ ята Шупашкар хулин Мускав районӗнче тӑрӑшакан Александр Герасимов йышӑннӑ. Шырав енӗпе ӗҫлекенсенчен Улатӑр районӗнчи суд приставӗсен районти пайӗнче тӑрӑшакан Александр Балкаева ҫитекен тупӑнман. Судсенчи йӗркене вара Ҫӗрпӳ районӗнчи Сергей Алексеев пристав пек тытса тӑракна ҫук-мӗн. Красноармейски районӗнчи Павел Моисеев — чи лайӑх дознаватель. Хӑйсем чи лайӑххисене вӗсен тест ыйтӑвӗсене хуравласа, практика пӗлӗвне кӑтартса ӗнентерме тивнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен хӑйсем маттуррине Атӑлҫи федераци округӗ шайӗнче ҫывӑх вӑхӑтра ӗнентерме тивӗ. Унта та мала тухнисем финала тухӗҫ — 3-мӗш тапхӑрпа тупӑшӗҫ.
Паянтан пуҫласа республикӑри районсенче чӑвашсен тӗп уявне — Акатуя — паллӑ тума пуҫлӗҫ. Кӑҫал старта Канаш районӗ пӗрремӗш тухӗ.
Акӑ Акатуй ирттермелли график.
Акӑ график:
1. Канаш районӗнче ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче 10:00 сехетре Асхва ялӗнчи «Урожай» стадионта иртет.
2. Йӗпреҫ районӗнче ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче 11:00 сехетре Йӗпреҫри культурӑпа кану паркӗнче пулӗ.
3. Красноармейски районӗнче ҫӗртмен 1-мӗшӗнче 10:00 сехетре Красноармейскинчи «Факел» стадионта иртет
4. Комсомольски районӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче 10:00 сехетре (Сабантуй) Урмаел ялӗнче пулӗ.
5. Улатӑр районӗнче — ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Явлей ялӗнче.
6. Элӗк районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Тури Татмӑш ялӗнче пулать.
7. Патӑрьел районӗнче ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче 10:00 сехетре Шӑнкӑртам ялӗнче иртет.
8. Вӑрнар районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Вӑрнарти «Химик» стадионта иртет.
9. Куславкка районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче (Акатуй) 11:00 сехетре Куславккара Атӑл хӗрринче пулӗ.
10. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Ишеккасси ялӗнче пулать.
11. Муркаш районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Лантӑш ялӗнче иртет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |